Чӑваш чӗлхи
![]() Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче «Пӗтӗм чӑвашсен диктанчӗ» акци иртрӗ. Кӑҫалхипе вӑл тӑваттӑмӗш хут йӗркеленчӗ. Патӑрьел районӗн администрацийӗн вӗрентӳ, ҫамрӑксен политикин, физкультурӑпа спорт управленийӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн районти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсемпе вӗренекенсем те «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2016» акцине хутшӑннӑ. Вӑтам тата пӗтӗмӗшле тӗп пӗлӳ паракан шкулсенчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем ертсе пынипе районта пурӗ 635-ӗн, вӑл йышра вӗрентекенсем 14, 6–11-мӗш классенче вӗренекенсем ҫырнӑ. «Пиллӗк» паллӑ илнисем кӑҫалхи ҫул 204 пулнӑ. «Тӑваттӑ» палла 239-ӑн, «Виҫҫӗ» палла 179-ӑн тивӗҫнӗ. Пӗлтӗр ҫак акцине 543 ҫын хутшӑннӑ, вӗсенчен «Пиллӗк» илнисем 169-ӑн пулнӑ. Патӑрьелӗнчи 2-мӗш вӑтам шкулта пурӗ 104 ҫын чӑвашла диктант ҫырма кӑмӑл тунӑ. Ҫавӑн пекех Сӑкӑт вӑтам шкулӗнче 65-ӗн ҫырнӑ (ертӳҫӗ — Надежда Кудряшова), Ыхра Ҫырми вӑтам шкулӗнче — 63-ӗн (ертӳҫӗ — Светлана Кулакова, Аслӑ Арапуҫ вӑтам шкулӗнче — 57-ӗн (ертӳҫӗ — Алевтина Селиванова), Пӑлапуҫ Пашьел вӑтам шкулӗнче — 53 (ертӳҫӗ — Светлана Никитина). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чечек хунӑ самант Чӑвашсене ҫутта кӑларакан Иван Яковлев ячӗллӗ Чӗмпӗрти скверта Чӗмпӗр облаҫӗнчи культура ӗҫченӗсен, вӗрентекенсен тата ҫыравҫӑсен тӗлпулӑвӗ иртнӗ, вӗсем 10 сехетре пухӑннӑ. Хӗрӳллӗ сӑмахсем каланӑ хыҫҫӑн Иван Яковлев палӑкӗ умне чечек хунӑ. Ҫак наци уявне 1992 ҫулхи ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Президиумӗ «Чӑваш чӗлхи кунне йӗркелесси ҫинчен» постановленипе йӗркеленӗ. Аса илтеретпӗр, Чӑваш чӗлхи кунне республикӑра чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗн, паллӑ культура ӗҫченӗн, хальхи чӑваш ҫырулӑхне хатӗрлекенӗ Иван Яковлевич Яковлевӑн ҫуралнӑ кунӗнче палӑртаҫҫӗ. Эпир пурте пӗлетпӗр — чӑваш халӑхӗн ҫутлӑхҫи тата патриархӗ Иван Яковлев темиҫе ӑру хушшинче асра юлакан ӗҫсемпе палӑракан тата ӑс-хакӑл енчен витӗмлӗ йӗр хӑваракан ҫынсен шутне кӗрет. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсене ҫутта кӑларас енӗпе И.Я.Яковлев историре вӑйлӑ йӗр хӑварнӑ. 50 ҫул утла вӑл ӑслӑлӑхпа вӗрентӳ ӗҫне йӗркелесе пынӑ. Ҫутта кӑларас историне вӑл наци шкулӗсем валли учительсем хатӗрлекен Чӗмпӗр шкулӗн никӗслевҫи тата ертӳҫи пек, Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсене ҫутта кӑларас ӗҫе вӑйлӑ йӗркелекен пек, икӗ чӗлхеллӗ шкулсенче вӗренӗве ҫӗнӗлӗх кӗртекен педагог, теоретик тата практик пек кӗрсе юлнӑ. |
Чӑваш чӗлхи
![]() Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче «Пӗтӗм чӑвашсен диктанчӗ» акци иртнӗ. Кӑҫалхипе вӑл тӑваттӑмӗш хут йӗркеленнӗ. Кӑҫал диктанта Александр Артемьевӑн «Ҫӑкӑр хакӗ» хайлавӗн сыпӑкӗ тӑрӑх ҫыртарнӑ. Шупашкарта тӑватӑ вырӑнта диктант ҫырнӑ. Акцие шкул ачисем, журналистсем, вӗрентекенсем, студентсем, артистсем, вулавӑш ӗҫченӗсем, чиновниксем тата ыттисем хутшӑннӑ. Шупашкарта диктанта 335 ҫын ҫырнӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарта – 355 ҫын. Районсем те хастарлӑхӗпе палӑрнӑ. Патӑрьел районӗнче 592 ҫын пӗлӗвне тӗрӗсленӗ, Комсомольски районӗнче 426-ӑн алла ручка тытнӑ, Шупашкар районӗнче 695 ҫын диктант ҫырнӑ. Акцие ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал акцие 6 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Пӗлтӗр — 4 305, 2014 ҫулта — 3 700, 2013 ҫулта — 2 300 ҫын диктант ҫырнӑ. Аса илтерер: акцие «Хыпар» хаҫат, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ, ЧР Вӗренӳ институчӗ, Чӑваш наци телекуравӗ, Чӑваш наци радиовӗ йӗркелет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Алманчӑри шкул Чӗрене пырса тивмелле ҫепӗҫ вӑл чӑваш чӗлхи тесе шухӑшлаҫҫӗ Патӑрьел районӗнчи Алманчӑри шкулта. «Хӑйсене хисеплекен кирек мӗнле халӑх та хӑйӗн тӑван чӗлхине пысӑк пуянлӑх вырӑнне хурса хаклать», — тенипех-тӗр ӗнтӗ аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев ҫуралнӑ куна халалласа Алманчӑри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта та тӗрлӗ ӗҫ туса ирттернӗ. 5-мӗш класра «Эпӗ пӗчӗк юмахҫӑ» конкурс ирттернӗ. Чи маттур юмахҫӑ ята Дарья Гаврилова тивӗҫнӗ. 6–7-мӗш классем хушшинче «Кам тавҫӑруллӑрах» КВН иртнӗ. Кунта 7-мӗшсем ҫивӗчрех пулнӑ. 5–9-мӗш классем Юхма Мишшин «Шурҫамка» хайлавӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн сӑнарсен пурнӑҫне пӗр-пӗринпе сӳтсе явнӑ. Хайлаври ӗҫсем кашнин чунне пырса тивни палӑрнӑ. Ачасем чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Г.П. Генералова тӑван чӗлхе ҫинчен ваттисем каланӑ сӑмахсене аса илнӗ, сӑвӑсем пӑхмасӑр каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Кӗҫӗн Таяпари вулавӑшра Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче чӑваш халӑхӗ чӑваш чӗлхи кунне уявларӗ. «Чӑваш чӗлхи — чӗкеҫ чӗлхи», — ҫакӑн пек ят панӑ Елчӗк районӗнчи Кӗҫӗн Таяпари вулавӑшра ирттернӗ тӑван чӗлхене халалланӑ уява. Ҫамрӑк ӑрӑва тӑван чӗлхе пуянлӑхӗпе, унӑн йӑли-йӗркипе паллаштарас, тӑван чӗлхене юратма, хисеплеме вӗрентес тӗллевпе вулавӑшра тӗрлӗрен кӑсӑклӑ мероприяти хатӗрленӗ. Кӗҫӗн класра вӗренекенсем «Чӑваш чӗлхи — чӗкеҫ чӗлхи» литература композицийӗпе паллаштарнӑ. Илемлӗ чӑваш кӗписене тӑхӑннӑ шӑпӑрлансем хӑйсен хаваслӑ юрри-ташшисемпе куракансене савӑнтарнӑ. Аслӑрах ӑрурисем вара чӑваш чӗлхи епле пуян, илемлӗ, асамлӑ пулнине ҫирӗплетсе хӑйсен янӑравлӑ юррисемпе уява пуянлатнӑ. Ҫавӑн пекех вӗсем ҫамрӑк вулавҫӑсене чӑваш халӑх тумне тӑхӑннӑ пуканесемпе, чӑваш тӗррипе илемлетнӗ алтутрисемпе паллаштарнӑ. Вулавӑш ертӳҫи С. Агеева вулакансене «Асамлӑ эс, тӑван чӗлхе» кӗнеке тишкерӗвӗпе паллаштарнӑ. Ялти культура ӗҫченӗсем чӑвашсен йӑхран-йӑха куҫса пыракан йӑли-йӗркисем,чӑваш чӗлхин пуянлӑхӗ ҫинчен пӗчӗк ӑмӑрту ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ Пӗтӗм чӑваш диктантне кӑҫал та ирттересси пирки пӗлтернине эпир хыпарланӑччӗ. Ӑна ӗнер ҫырчӗҫ. Елчӗк районӗнчи вулавӑшсен пӗрлештернӗ тытӑмӗн тӗп вулавӑшӗн ӗҫченӗсемпе вулаканӗсем те диктант ҫырнӑ. Кӑҫал, аса илтеретпӗр, тӑван чӗлхе пӗлевне А. Артемьевӑн «Ҫӑкӑр хакӗ» тӑрӑх тӗрӗсленӗ. Унччен ирттернӗ Пӗтӗм чӑваш диктанчӗсем валли текста Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер, ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, Чӑваш патшалӑх премийӗн лауреачӗ Марина Карягина хатӗрленӗччӗ. Пӗлтӗрхине чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи Леонид Маяксем ҫырнӑ «Асран кайми кун» хайлавӗ тӑрӑх йӗркеленӗччӗ. Елчӗк районӗнчи вулавӑш ӗҫченӗсем ӗҫсене сканер витӗр кӑларса электронлӑ пуштӑпа ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑваш чӗлхи
(Чӑваш ваттисен тӗп канашӗн ертӳҫи В.П.Станьял 2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Елчӗкри вӑтам шкулта тата Ҫӗрпӳри Культура Керменӗнче чӑваш чӗлхи ячӗпе каланӑ сӑмах)
Чӑваш чӗлхин кунӗсене 1926 ҫулта «Чӑваш чӗлхи ҫинчен» саккун йышӑнсан ирттерме пуҫланӑ. Вуласа пӑхӑр-ха ҫав 90 ҫулхи саккуна. Вӑл тӑван чӗлхене чӑнах та хисепе хурса ҫырнӑскер. Кайран ӑна лутӑркаса тӑкнӑ. 1990 ҫулхи Саккуна та ик ҫултан хырса хӗстерчӗҫ. Ку саккун тӗшшинчен Чӗлхе кунӗ кӑна юлчӗ пулмалла. Эппин, Ваттисен тӗп канашӗнчен пурне те Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе ӑшшӑн саламлатӑп. Чӗлхе кунӗ — ача-пӑча, яш-кӗрӗм, пултарулӑх ушӑнӗсем сӑвӑ каласа, юрӑ юрласа, ташӑ ташласа, тӗрӗ чӗлхине вулатарса савӑнмалли пысӑк уяв. Ашшӗ-амӑшӗпе ӑспару ҫыннисемшӗн вӑл халиччен ӗҫленӗ ӗҫе пӗтӗмлетмелли, малашнехи тӗллевпе ҫул-йӗре палӑртса шухӑшламалли кун тесе шутлатӑп. Эппин, мана уяв такмакӗсем мар, виҫӗ ҫаврӑм сӑмах калама ирӗк парӑр, тархасшӑн Пӗрремӗш сӑмах: Кама кирлӗ чӑваш чӗлхи? |
Чӑваш чӗлхи
![]() Элӗкри «Хӗвел» 2-мӗш ача пахчинчи шӑпӑрлансем Элӗкри «Хӗвел» 2-мӗш ача пахчинче шӑпӑрлансене тӑван чӗлхене юратма пӗчӗкрен вӗрентессипе ҫине тӑни пирки ӗнентереҫҫӗ вырӑнтисем. Чӑн та, мӗн акатӑн, ҫавӑ шӑтать тесе ахальтен каламан пуль ҫав ваттисем. Наци чӗлхине перекетлессине, унӑн пуян йӑли-йӗркипе мӑнаҫланассине пӗчӗкрен ӑша аслисем хывтармасан камӑн хывтармалла ӗнтӗ? «Хӗвел» ача пахчинче чӑваш культурипе чӗлхи эрнине ирттересси ырӑ йӑлана кӗнӗ. Хальхинче вӑл ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Чӑваш чӗлхипе тӑван халӑхӑмӑрӑн пуян эткерлӗхне пӗчӗккисем патне аслисем фольклор, музыка ӳнерӗн чи лайӑх хайлавӗсем, чӑваш халӑх ваййисем урлӑ ҫитерме тӑрӑшаҫҫӗ. Тематика занятийӗсенче чӑваш тӗррин орнаменчӗсемпе, республика элемӗсемпе, тӑван тӑрӑхӑмӑрти паллӑ вырӑнсемпе паллаштарнӑ, чӑвашла хайлавсем вуланӑ, Иван Яковлев пирки каласа кӑтартнӑ, унӑн калавӗсене те вуласа панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Патӑрьелти вӑтам шкулта Кашни ҫулах, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш чӗлхи кунне уявлатпӑр. Ҫак уяв вӑл чӑвашсене ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кунӗпе ҫыхӑннине пурте пӗлеҫҫӗ пулӗ. Патӑрьелӗнчи пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкулта та чӑваш чӗлхине сума суса ирттерекен ӗҫ-хӗл пуҫланнӑ. Чи малтанах 8-мӗш классем хӑйсен пӗлӗвне, тавракурӑмне «Мӗн? Ӑҫта? Хӑҫан?» брейн-рингра (ют чӗлхерен куҫарсан вӑл ӑс-тӑн вӑййине пӗлтерет) тӗрӗсленӗ. «Вӑйӑра ачасен ҫирӗп ӑс-тӑнӗ палӑрчӗ. Анчах та ӑслинчен ӑслӑраххи пур тени тӳрре тухрӗ», — тесе пӗлтереҫҫӗ Патӑрьел ял тӑрӑхӗнче. Пӗрремӗш вырӑна Игорь Богданов, Елена Фролова тухнӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Николай Ивановпа Даниил Попов пайланӑ. Ҫиччӗмӗш классем вара И. Я. Яковлев ачалӑхӗпе паллашнӑ. Кунта ҫамрӑк Иван Пӑрӑнтӑк шкулӗнче вӗреннӗ самантсене аса илнӗ. Вӗренекенсене И.Я. Яковлев вӗреннӗ ҫын пулма ӗмӗтленни, унӑн ырӑ кӑмӑлӗ, сӑпайлӑхӗ, шухӑшӗ кӑсӑклантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш чӗлхин патшалӑх статусне ҫирӗплетес тесе сахал мар кӗрешекен Пил Тымарлан нумай пулмасть Раҫҫей Федерацийӗн пенси фончӗн Чӑваш Республикин Шупашкар хулинчи управлени пуҫлӑхне чӑвашла евит янӑ. Вӑл «Эпӗ ку таранччен Раҫҫей Федерацийӗн пенси страхлав хутне илейместӗп. Пенси страхлав хучӗ ҫӳккипе эпӗ ӗҫлӗ пулаймастӑп, сывлӑха тӳрлетейместӗп», — тесе пуҫланӑ вӑл хӑйӗн ҫырӑвӗнче. Пенси страхлав хучӗсӗр ҫӳренин сӑлтавӗ — Пил Тымарлан халӗ те Раҫҫей Федерацийӗн паспортне илменнинче. Ӑна вара вӑл патшалӑхӑн ҫӗнӗ паспортӗнче чӑвашла ҫырманнине пула алла илмен, халӗ те СССР вӑхӑтӗнчипе ҫӳрет. «Эпӗ хальхи РФ тата ЧР влаҫӗ ҫакӑн пек майпа этемӗн гражданла пӗрланлӑх правине чакаракан хӗсӳллӗ, вышкайсӑр политикине чунтан-чӗререн сивлетӗп», — тесе ҫырать ваккат пирӗн алла лекнӗ ҫырура. Паспортра чӑвашла ҫырмасӑр вӑл ӑна алла илме пултарайманни пирки пӗлтерет: «Ӑна алла илни мана кӗлмӗҫе кӑларать, манӑн кӑмӑл-сипет пуянлӑхне сиен кӳрет, чыса пӑсать, ырӑ ята ярать». Пенси фончӗ мӗнлерех хурав пани хальлӗхе паллӑ мар-ха. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |